Литература урокĕ театăрта

Литература урокĕ театăрта

Литература урокĕ театрта

Апрелӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗн шкул ачисем валли ятарласа К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Театр - ачасене" вӗренӳ акцийӗ иртрĕ. Сцена çинче И.С. Максимов – Кошкинский çырнă икĕ пайлă драма „Вĕри юнлă çемçе чун“ (Константин Иванов). Шӑп та лӑп ҫак спектакле суйланӑ, мӗншӗн тесен кӑҫалхи ҫул И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать тӑван халӑхӑмӑр. Ҫак паллӑ, чыслӑ та сумлӑ, чӑвашсене ҫутта кӑларакан ҫын тавра мӗн чухлӗ ҫын! Вӗсенчен пӗри - Константин Иванов.
Чапу сан сÿнмĕ, Кĕçтенттин!

Чăваш ятне чапа кăлартăн
Слакпуç мăнаçĕ – Кĕçтенттин.
Пин-пин çула ыр ят хăвартăн –
Эс çухалман, çухалмăн тин.

Тĕнче шайне çĕклентĕн эсĕ
Чăн вилĕмсĕр „Нарспи” пекех.
Чăвашшăн эсĕ çирĕп несĕл:
Сетнер, Нарспи кашни килтех.

Савса вулать чăваш ачийĕ –
Мал ĕмĕтлĕ сар Сенттисем.
Поэзи хумĕ Пушкăрт çийĕн
Вĕçтерчĕ çĕнĕ хĕлĕхсем. (Алина Николаева)
Кăшавăш шкулĕн 20 вĕренекенĕ те вĕренÿ акцие хастар хутшăнчĕ. Е.А. Майков, Н.В. Кузнецова вĕрентекенсемпе пĕрле сцена ăсталăхĕпе паллашрĕç - пурне те питĕ килĕшрĕ. Артистсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр.